Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА КУНĔСЕМ ИРТНĔ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН КУЛЬТУРА КУНĔСЕМ ИРТНĔ

Декабрĕн пуçламăшĕнче Уфари Пушкăрт государство оперăпа балет театрĕнче Пушкăртстан Республикинче Чăваш Республикин культура кунĕсем уçăлнă. Ăна Чăваш автономи облаçĕ  пулса кайнине 100 çул çитнине халалланă.

Пушкăртстан Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ранис Алтынбаев залра пухăннисене тата килнĕ хăнасене паллă датăпа саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл икĕ республика нумай сферăра пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçленине палăртнă, çаплах малашне те пĕрле ăнăçлă ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсем тăрăх министрĕ Константин Яковлев Пушкăртстан çыннисене çавăн пек ăшшăн йышăннăшăн тав тунă, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама Шупашкара чĕннĕ. Константин Геннадиевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятĕнчен чăваш наци культурине пысăк тÿпе хывнисене Тав çырăвĕсем панă. Официаллă пай хыççăн Чăваш государство академи юрăпа ташă ансамблĕн, Чăваш государство филармонийĕн тата Чăваш государство оперăпа балет коллективĕсемпе солисчĕсем чаплă концерт кăтартнă.



Аургазă хыпарçи
11 декабря 2019
09:25
Поделиться