Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Оперăпа балет театрĕнче «Раççей чăваш пики» конкурс иртрĕ

Оперăпа балет театрĕнче «Раççей чăваш пики» конкурс иртрĕ

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ Каҫал тӑрӑхӗнчи Татьяна Матросовӑшӑн чи паллӑ та асра юлмалли кун пулса юлӗ. Ҫак шӑматкунхи каҫ вӑл Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Енри тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑннӑ чи маттур пикесем хушшинче тупӑшса "Раҫҫей чӑваш пики" сумлӑ ята ҫӗнсе илчӗ!
Кӑҫал Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ илем конкурсӗ Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Ăна Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Йӑлана кӗнӗ конкурс чӑннипех те чӑваш халӑхӗ кӑмӑллакан мероприяти пулса тӑни залта тулли халӑх пулнинче те палӑрчӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗнӗлӗхсем те нумай кӗртнӗ. Ытти ҫулхипе танлаштарсан конкурс фойеренех пуҫланчӗ. Кунта чаплӑ ресторантинчен те тутлӑрах, техӗмлӗрех шӑршӑ тӑчӗ. Конкурс тӳрисем хӗрсен пултарулӑхне хаклама фойере йӗркеленӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗн конкурсӗнчен пуҫларӗҫ. Мӗнле кӑна тутлӑ чӑваш апачӗ янтӑламан-ши пикесем. Ҫирӗм сӗтел йӑтӑнса кӑна тӑчӗ вӗт. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан хӗрсем жюри пайташӗсене хӑйсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен каласа пачӗҫ.
Уяв малалла концерт залне куҫрӗ. "Раҫҫей чӑваш пики" конкурса хутшӑнакан ҫирӗм пике акӑш пек ярӑнса сцена ҫине хӑпарчӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Федорович Угаслов илемлӗх ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерсе пурне те саламларӗ, хӗрсене вара ӑнӑҫу сунчӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫакнашкал конкурса йӗркелеме пултарнӑшӑн Николай Угаслова, конгресс хастарӗсене чунтан тав сӑмахӗ каларӗ кӑна мар, хӑй енчен уява хатӗрленӗ пирӗн тӑватӑ пайташа Тав хучӗсемпе парнесем пачӗ.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов, Чӑваш Ен халӑхӗсен ассамблейин пуҫлӑхӗ Лев Кураков, культура Министерствин пай Пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов чӑваш хӗрӗсене мухтаса, сума суса ырӑ сӑмахсем каларӗҫ, хӑйсен пултаруллӑхне уявра туллин кӑтартма сунчӗҫ.
Пикесен илемлӗх ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ.
Чӑваш тумӗпе ятуллăн сцена тӑрӑх утасси, куракансене хӑйсемпе паллаштарасси, пултаруллӑха тата ӑс -тӑна тӗрӗслес конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ.
Тӳресем баллсене шутласан маларах асӑннӑ Каҫал пикине Татьяна Матросовӑна ҫитекен пулмарӗ. Ун хыҫҫӑн Муркаш районӗнчен килнӗ Анастасия Яковлева пычӗ. Вӑл "Вице - чӑваш пики - 2019" ята тивӗҫрӗ.
Кӑҫал куракансем кӑмӑлланӑ пикене интернетри "В контакте" сайтри Чӑваш наци конгресӗн ушкӑнӗнче  сасӑласа палӑртрӗҫ. Ҫич ҫӗр ытла лайк пуҫтарса ку номинацире Канаш районӗнчи Милена Никитина ҫӗнтерчӗ.
Чӑваш Ен тулашӗнчи пурӗ 4 регионтан ( Чӗмпӗр, Тюмень, Екатеринбург  тата Питӗр) килнӗ хӗрсем кӑҫал тата та маттур пулчӗҫ. Екатеринбургран ҫитнӗ Арина Давыдова "Чӑваш Ен тулашӗнчен чи пултаруллӑ пике" ята тивӗҫрӗ.
Шупашкарти культурӑпа ӳнер институчӗн студентки Елена Васильева пуринчен те тарават пике пулнине палӑртрӗҫ. Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ хĕр пулнине Красноармейски районӗнчи Анна Игнатьева кӑтартса пачӗ. Хӳхӗмлӗхӗпе вара Йӗпреҫ район пики Татьяна Яковлева палӑрса тӑчӗ.
"Раҫҫей чӑваш пики - 2019" конкурс ҫӗнтерӳҫине Татьяна Матросовӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов хӑю ҫакса ячӗ, шукӑль тухья тӑхӑнтартрӗ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов 10 пинлӗх парне парса хавхалантарчӗ.
Вице - чӑваш пики пулса тӑнӑ Муркаш пикине Анастасия Яковлевӑна конгресӑн Ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов Турцире канма путевка парнелерӗ.
Конкурса хутшӑннӑ пикесем пӗри те парнесӗр каймарӗҫ. ЧНК тусӗсем-спонсорсем пулӑшнипе тӗрлӗрен сертификатсене, парнесене тивӗҫрӗҫ.
Курма килнисем уяв ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗҫ. Конкурс вӑрӑмарах тӑсӑлчӗ пулсан та, зал тулли халӑх саланмарӗ, кӑмӑллӑн вӗҫне ҫитичченех пӑхрӗ. Пикесен пултаруллӑхӗ, ташши-юрри, сӑвви- сӑмахлӑхӗ пурне те тыткӑна илчӗ.
Хӑш - пӗр аякри регионтан, районсенчен ятарласа курма килекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. 
Ҫамрӑксем ҫакнашкал маттур пулни, хамӑр культура патне туртӑнни пирӗн пуласлӑх, малашлӑх ҫутӑ пулнине тепӗр хут кӑтартса парса савӑнтарчӗ.



Чувашский национальный конгресс
09 декабря 2019
14:14
Поделиться