Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Подведены итоги межрегионального литературно-творческого конкурса «Çĕнĕ хум – новая волна», посвященного 120-летию со дня рождения Михаила Сеспеля

Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл акан/апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăвашпа Тутар Республикисен тата Чĕмпĕрпе Самара облаçĕсен шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенĕсем, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен 100 ытла ал çыру хайлавĕ килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ.

Жюри конкурс çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе ачасен ÿсĕмĕ тăрăх уйрăм палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», Чи лайăх калав», Чи лайăх очерк», Чи лайăх пьеса».

Тăван чĕлхене юратакансене, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакансене, вĕрентекенсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат паратпăр, ăна Чăваш наци конгресне кĕрсе илмелле.

«Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисемпе вĕсен вĕрентекенĕсене чÿк/ноябрь 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15 çурт) пĕтĕмлетÿпе чыслава килме йыхравлатпăр.

Чыслав наци вулавăшĕн акт залĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Поэзи уявне пурне те чăваш тумĕпе килме сĕнетпĕр.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:

Татьяна Яковлева, 9 класс, Опытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Анастасия Матросова, 7 класс, Тăрмăш шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Григорьева Зинаида Николаевна; Александра Мясникова, 9 класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Левая Нина Аркадьевна; Мальвина Козлова, 8 класс, Чутей шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Филиппова Нина Калистратовна; Андриян Антонов, 9 класс, Кĕçĕн Кипек шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Семенова Надежда Николаевна; Анастасия Николаева, 9 класс, Кукшакасси шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Григорьева Тамара Вячеславовна; Иван Родионов, 7 класс, Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕ, Комсомольски районĕ, вĕрентекен – Ефимова Валентина Сергеевна; Ульяна Борисова, 7 класс, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, вĕрентекен – Кудряшова Светлана Федоровна; Алина Левая, 9 класс, Патреккел шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Енейкина Галина Леонидовна; Екатерина Васильева, 9 класс, Аçăмçырма шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Ильина Светлана Микояновна; Арина Левендеева, 9 класс, Алешкин – Саплăк шкулĕ, Çĕпрел районĕ,Тутар Республики, вĕрентекен – Григорьева Надежда Васильевна; Анастасия Пизенева, 9 класс, Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен – Сорокина Людмила Александровна; Дарья Мартынова, 8 класс, Аслă Аксу шкулĕ, Çĕпрел районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Ярмушова Валентина Николаевна; Анна Титова, 11 класс, Чутей  шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Филиппова Нина Калистратовна; Валентина Леонтьева, 11 класс, Опытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Дмитрий Сандрейкин, 11 класс, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ, Шăмăршă районĕ, вĕрентекен – Сандрейкина Елена Михайловна; Наталья Мусалова, 10 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Анастасия Лазарева, 10 класс, Енĕш Нăрваш шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Степанова Галина Федоровна; Кирилл Васильев, 11 класс, Красноармейски шкулĕ, Красноармейски районĕ, вĕрентекен – Михайлова Зинаида Петровна; Оксана Андреева, 10 класс, Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕ, Çĕпрел районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Карсакова Татьяна Михайловна; Екатерина Силерова, 4 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, вĕрентекен – Алексеева Людмила Николаевна; Ксения Артемьева, 3 курс, Шупашкарти медицина колледжĕ, вĕрентекен – Артемьева Алина Петровна; Раиса Семенова, 1 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Никитина Светлана Петровна; Снежанна Чамеева, 3 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Екатерина Макарова, 201 ушкăн, Чăваш  Республикин культура училищи (техникумĕ), вĕрентекен – Ерисов Сергей Николаевич; Елена Ярхуткина, 4 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Мария Мынина, 1 курс, Çĕпрел районĕн Çĕпрелти отрасль технологийĕсен техникумĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Яковлева Светлана Васильевна; Александра Ярмушова, 2 курс, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ; Анна Федорова, 8 класс, Кивĕ Саврăш шкулĕ, Аксу районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Захарова Валентина Валентиновна; Вероника Биктеева, 9 класс, Тутар Каши шкулĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, вĕрентекен – Головина Зоя Владимировна; Мария Ефимова, 9 класс, Малти Ишек шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Ефимова Надежда Витальевна; Инна Козлова, 7 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Наталья Васильева, 8 класс, Пикшик шкулĕ, Красноармейски районĕ, вĕрентекен –Тихонова Людмила Анатольевна; Анастасия Ерепова, 7 класс, Якуртушкăнь шкулĕ, Çĕмĕрле районĕ, вĕрентекен – Албутова Надежда Михайловна;  Олеся Григорьева, 11 класс, Пысăк Енккасси шкулĕ, Вăрмар районĕ, вĕрентекен – Иванова Ирина Васильевна; Анна Егорова, 11 класс, Оытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Эрбина Портнова, 3 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Илья Корнилов, 1 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Михайлова Надежда Владимировна; Елена Плотникова, 7 класс, Патреккел шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Енейкина Галина Леонидовна; Петр Ятрушев, 7 класс, Урпаш шкулĕ, Етĕрне районĕ, вĕрентекен – Кузьмина Венера Меркурьевна; Данил Веников, 11 класс, Кушкă шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Веникова Галина Васильевна; Екатерина Лукиянова, 1 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Виктория Савинова, 10 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Вероника Титова, 7 класс, Палантай шкулĕ, Шунтал районĕ, Самара облаçĕ, вĕрентекен – Симцова Галина Леонидовна; Анастасия Данилова, 3 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Григорьева Екатерина Ивановна; Инесса Шашкина, 1 курс, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.



05 ноября 2019
10:36
Поделиться