Пукане театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртĕ

Çурла уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери «Юмахсен каруселĕ» иртĕ. Шупашкар — 550 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халаллĕç ăна.

Раççейри пуканеçĕсем «Юмахсен карусельне» аван паллаççĕ. 10 çул Атăлçи тăрăхĕнчи хуласемпе ытти региона çÿрет вăл. Кăçал вара фестиваль тĕнче шайне тухать. Унта хутшăнакансене хальхинче тĕрлĕ халăхăн наци юмахĕсене кăтартма сĕннĕ.

Фестивале хăнасем 7 ют çĕршыран: Бангладешран, Беларуçран, Германирен, Казахстанран, Китайран, Японирен тата Раççейĕн 18 регионĕнчен çитмелле.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

01 августа 2019
13:36

"Хыпар"

Поделиться