Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Улатӑрсем республика кунне пикенсе хатӗрленеҫҫӗ

Улатӑрсем республика кунне пикенсе хатӗрленеҫҫӗ

Кӑҫал уяв хӑнисене Шупашкар хулисӗр пуҫне Улатӑр районӗ, тӗрӗсрех Кивӗ Эйпеҫ ялӗ йышӑнӗ.

Кунта халӗ район администрацийӗ тӑрӑшнипе хӗрсе кайса хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.  5 гектар лаптӑкӗ ҫинче тӗрлӗ ҫурт-йӗр хӑпартаҫҫӗ, вырӑна тирпей-илем кӳртеҫҫӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи халӑхсен культура этнопаркӗ пулӗ кунта.

Каласа хӑвармалла, Улатӑр районӗнче пурӗ виҫӗ чӑваш ял тӑрӑхӗ: Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Эйпеҫ тата Сойгино. Ыттисем вырӑс тата ирҫе ялӗсем. Пурӗ вунулттӑ вӗсем. Ҫакна шута илсе вунултӑ ял тӑрӑхӗн историне уҫса паракан вырӑнсене хӑпартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вырӑс, чӑваш тата ирҫе наци культурисем ҫинчен каласа паракан уйрӑм лаптӑксем пулӗҫ. Кивӗ Эйпеҫ ял историне, йӑли-йӗркине, ҫутҫанталӑк пуянлӑхне усӑ курнине кӑтартса паракан вырӑн та пулӗ.

Хӑйсем лартса ӳстернӗ хурӑнлӑхра хӑнасене кӗтсе илме кивӗ эйпеҫсем ялти йӑхсен сӗтелӗсене те янтӑлӗҫ.
Ҫак пысӑк ӗҫсене пӗтӗмпех район тата Кивӗ Эйпеҫ ял халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленипе туса ҫитересшӗн.

Проект авторӗ - ЧНК "Чӑваш ялӗ" комитет председателӗ Эдуард Константинович Бахмисов.

Ӗҫсене йӗркелесе пыраканӗ - Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Ивановна Шпилевая тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Василий Петрович Казанцев.

Проектра Улатӑр тӑрӑхӗ  тата район пулса кайнин историне пӗтӗмпех тӗрӗс шута илме тӑрӑшнӑ. Наука консультанчӗсем - Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука аслӑ сотрудникӗ,  ЧНК Президиумӗн пайташӗ Виталий Петрович Иванов тата пурте хисеплекен академик, Чӑваш Ен Халӑхӗсен ассамблейин председателӗ Лев Пантелеймонович Кураков.

Ҫак вӑхӑтра улатӑрсем уяв вырӑнне курӑк акас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пурнӑҫа кӗртмелли ӗҫсем нумай, Эдуард Бахмисов каланӑ тӑрӑх, кунти ҫынсем туслӑ та тӑрӑшуллӑ, яваплӑха туйса ӗҫлени темле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшӗ. Ют ҫӗршывсенчен тата Раҫҫей тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен пысӑк уява килекенсене улатӑрсем тивӗҫлӗн кӗтсе илессе шансах тӑратпӑр.




Чувашский национальный конгресс
17 мая 2019
13:18
Поделиться