Стихотворение Валерия Тургая, посвященное Герою Советского Союза Семену Коновалову

Стихотворение Валерия Тургая, посвященное Герою Советского Союза Семену Коновалову

                                    Валери Туркай      

Совет Союзӗн Геройӗн Семен Васильевич Коновалов чӑвашӑн этемлӗх халиччен курман паттӑрлӑхне халалланӑ «Несокрушимый» илемлӗ кинофильма курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ сӑвӑ-экспромт.

 

Тӑшман, асӑрхан: умӑнта – Коновалов!

Кун пек Паттӑра халиччен эс курман!

Эс мӗн шыраса кунта килнӗ, кала-ха:

Эпир сана «Кил-ха!» тесе йыхӑрман!

 

Мӗн чухлӗ ялпа хулана эс аркатрӑн!

Хӗвел те текех хӗмленмест савӑнса.

Эс мӗншӗн, тӑшман, юнлӑ вӑрҫӑ пуҫларӑн?!

Эс мӗншӗн килетӗн ҫаплах капланса?!

 

Тӑшман, асӑрхан: умӑнта – Коновалов!

Тата унӑн чӑрсӑр, кӑра тусӗсем!

Кун пек паттӑр ҫар халиччен эс курман-ха!

Текех каҫару эс пиртен ан кӗтсем!

 

Мӗн чухлӗ ялпа хулана эс аркатрӑн!..

Мӗн чухлӗ хир ҫунчӗ эс чӗртнӗ вутра!..

Кӗҫех тивӗ санӑн явап, ак, тытмашкӑн.

Кӗҫех ҫунӑн эсӗ, тӑшман, тамӑкра!

 

Ҫӗршывӑм! Пӗртен-пӗр юратнӑ Ҫӗршывӑм!

Сана ҫӗнес ҫук нихӑҫан та тӑшман!

Ҫич ют ҫулне пӳлчӗ паян Коновалов!

Ун пек Паттӑра халиччен эс курман!

08.05.19

 

Стихотворение, написанное после просмотра художественного фильма «Несокрушимый», посвящённого беспримерному подвигу Героя Советского Союза, чуваша Семёна Васильевича Коновалова.

 

Трепещи, супостат! Впереди – Коновалов!

Ты ещё не сражался с таким храбрецом!

Поделом тебе! Сгинешь под грозным обвалом!

Обернётся злодейство бесславным концом!

 

Сколько ты погубил городов и селений…

Как печален над Родиной солнечный лик…

Но поставит тебя, лютый враг, на колени

В жесточайшем сраженье чувашский мужик!

 

Трепещи, супостат! Впереди – Коновалов

И его экипаж – боевые друзья!

На погибель твою сыновей воспитала

Храбрецами-бойцами Отчизна моя!

 

Чтоб сумели они изуверов двуногих

Не старинную – новой эпохи орду

Силой духа и силой оружья в итоге

Победить и заставить томиться в аду!

 

Знаю, Родина-мать, никакому вандалу

Никогда тебя, вечная, не одолеть,

Потому что найдётся Семён Коновалов

На единственной нашей, родимой земле!

 

2019

Перевёл с чувашского Юрий Щербаков

 

                       



29 мая 2019
09:47
Поделиться