Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Театра юратнăран («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче темиçе те пулнă: ЧР Культура министерстви, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ ирттерекен, вырăнти пуçарупа йĕркелекен мероприятисем яланах çÿллĕ, кăтартуллă шайра иртеççĕ. Вĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе, ĕçтешсен опычĕпе паллашма май пур.
Культурăпа кану центрĕнчи клуб йĕркеленĕвĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пуян. Вĕсем 30 ытла. Çав шутра: эстрадăпа халăх юррисем, фольклор, эстрада тата халăх ташшисем, спортпа сывлăха çирĕплетес, патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекеннисем тата ыттисем.
Любовь Андреева ертсе пыракан центр кăçал нихçанхинчен те лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ: «Валинкке» фольклор халăх ансамблĕ Комире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсран çĕнтерÿпе таврăнчĕ. «Орлята» клуб патриочĕсем республика шайĕнчи «Çĕр-шывăн вăрçăри паттăрлăхĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă. Кунти методика кабинечĕ те республикăри «Истоки-2012» конкурсра çĕнтернĕ. Çак кунсенче савăнăçлă тепĕр хыпар çитрĕ: кунти халăх театрĕ Иваново облаçĕнчи Вичуга хулинче иртнĕ ялти театр коллективĕсен Пĕтĕм Раççейри «Театрсен провинцири тĕл пулăвĕ» III фестивальрен гран-припе таврăннă.
Çĕнтерÿçĕсемпе - ял артисчĕсемпе - çывăхрах паллашас тĕллевпе Элĕке çитсе килтĕмĕр. Любовь Андреева пире фестиваль мĕнле иртни пирки, халăх театрĕн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
- Лауреат дипломне çеç мар, Иваново облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн М.А.Менĕн ятарлă парнине тата дипломне те тивĕçрĕ коллектив, - терĕ Любовь Михайловна. - Фестивале Мускав, Омск, Свердловск, Новосибирск, Мурманск, Архангельск, Ярославль, Иваново облаçĕнчи тата ытти регионти 14 коллектив хутшăнчĕ. ГИТИС доценчĕ Сергей Терехов режиссер ертсе пыракан жюри йышĕнче Раççей Патшалăх халăх пултарулăх çурчĕн, Пĕтĕм Раççейри Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематографи университечĕн, Иваново патшалăх драма театрĕн ĕçченĕсем, Раççей Театр деятелĕсен союзĕн членĕсем пулчĕç. Эпир Инна Афанасьева режиссер лартнă «Кай, кай Ивана» камитпе кайрăмăр. Спектакле тăван чĕлхепе вылярăмăр пулин те вăл залра ларакансемшĕн ăнланмалла пулчĕ. Çапла тума, паллах, артистсен ăсталăхĕ, пĕлсе йĕркеленĕ ташă-юрă, чăвашсен пуян та тĕлĕнмелле çи-пуçĕ пулăшрĕ.
Любовь Михайловна çавăн пекех культурăпа кану центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Ку енĕпе 2013 çул уйрăмах палăрса тăнине асăнчĕ. Элĕкре культура çурчĕ уçнăранпа - 80, театра халăх ятне панăранпа - 45, фольклор коллективне халăх ятне панăранпа тата культура çурчĕ çĕнĕ çурта куçнăранпа 20 çул çитет. Юбилейсем кăтартусене тата лайăхлатма, тăрăшарах ĕçлеме хистеççĕ терĕ.
Инна Афанасьева режиссерпа та тĕл пултăмăр. Вăл, Хусанти культура институтне пĕтернĕскер, 1991 çултанпа кунта вăй хурать. Методистра ĕçленĕ, 2009 çулта ăна халăх театрĕн «тилхепине» тыттарнă. Тĕлĕнмелле те, пĕчĕк произведенисенчен мар, паллă сцена çинче кĕрлесе тăнă ĕçсенчен пуçланă вăл халăх театрĕпе çыхăннă биографине. Виçĕ çулта - курăмлă виçĕ спектакль. Малтанхи ĕçĕ - Александр Пăртта çырнă «Вăрмана юлнă çамрăклăх» драма. Хăй вăхăтĕнче ăна Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче те лартнăччĕ. Унтан - «Айтар» драма /Петр Осипов/.
- Куравçăсем ыйтнипе ăна виçĕ уйăхра çичĕ хут кăтартрăмăр, - каласа парать Инна Витальевна. - Спектакле тĕрлĕ çулти аллă ытла çын хутшăнчĕ. Халĕ калама кăна çăмăл, ун чухне самай тертленнĕ, вăй хунă. Пинерпи рольне вылянă Валентина Плотниковăна район тĕп больницинчи рентген кабинетĕнче тупрăмăр, Сентиере сăнарланă Георгий Павлова - ветеринари аптекинче. Физика учителĕ пулнă, халĕ район администрацийĕн ĕçченне Зиновий Федорова Айтар рольне шанса патăмăр.
Ютрисене явăçтарма йывăрах та пулмарĕ темелле. Вĕсем халăх театрĕн витĕмĕпе ÿснĕ, пурăннă, ăна шаннă. Пысăк, пуян опытлă актерсем пайтах пирĕн. Любовь Константинова 40 çул вылять, Лидия Филиппова - 38, Ирина Терентьева - 36, Владимир Тихонов 20 çул ытла.
Кăçалхи нарăсăн 21-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче «Кай, кай Ивана» камитĕн /Николай Айзман/ премьери иртнĕ. Мĕншĕн шăпах ăна суйласа илнĕ-ха режиссер? Ун пирки Инна Афанасьева çапла шухăшлать: «Трагедире çеç мар, камитре те хама тĕрĕслесе пăхас терĕм. Куравçăсен кăмăлне те шута илтĕм. Тĕп рольсене çавсенех - Георгий Павлов ветврача /Иван/, Валентина Плотникова рентген-лаборанта /Анюк/, Зиновий Федоров вĕрентекене /Йăкăнат/ - патăмăр. Асăннă камитпе Красноармейски районне те çитрĕмĕр. Унсăр пуçне Элĕке ытти тăрăхран - Вăрнар, Етĕрне районĕсенчен - курма килнисем те пулнă».
Спектакле хутшăннисемпе те тĕл пулса калаçма май килчĕ. Мĕн кăсăклантарть вĕсене халăх театрне çÿреме?
Зиновий Федоров, вĕрентекен:
- Театрпа çывăхланма Тенири сакăр çул вĕренмелли шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Юлия Лекарева пулăшрĕ. Вăл шкулта драма кружокĕ ертсе пыратчĕ. Эпир хăй вăхăтĕнче Николай Терентьевăн «Çĕпĕр дивизине» те лартнăччĕ. Студент вăхăтĕнче те, халĕ те сценăна пăрахман. Мĕн парать мана çакă? Халăха çывăх пулма. Турă панине ун патне çитеретĕп. Унсăр пуçне культурăпа кану центрĕнче шахматла выляма юратакансен клубне 15 çул ертсе пыратăп. Çывăх вăхăтра Чул хула облаçĕнчи Воротынецра иртекен шахмат турнирне хутшăнасшăн.
Галина Краснова, пенсионерка, 8 ача амăшĕ:
- Эпĕ чылай вăхăт Томск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Çавна май тăван культурăшăн, йăла-йĕркешĕн питĕ тунсăхласа çитнĕччĕ. Юрлама юрататăп. Ираида Вдовина ячĕллĕ конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.
«Кай, кай Ивана» камитре мана Вĕçелис рольне пачĕç. Евчĕ вăл. Евчĕ пĕлтерĕшĕ, вăл мĕнле çын пулнине тĕрлĕ энциклопедире вуласа пĕлтĕм. Пĕр вăхăт вăйлă чирленĕччĕ, выртсах тăраттăм. Спектакле çÿренипе хускалакан пултăм, ура çине тăтăм.
Лидия Филиппова:
- Элĕкри культура çуртĕнче 1974 çултанпа ĕçлетĕп. Халăх театрĕн режиссерĕ те пулнă, ун чухне сцена çине тухайман, йĕркелÿ ĕçĕсене туса пынă. «Айтарта» массăллă сценăсене хутшăннăччĕ, «Кай, кай Иванара» Кĕтерук сăнарне калăпларăм. Килĕшет вăл роль мана. Анюка хÿтĕлесе чылай патак «çирĕм», кайран Ивана хăйне те намăс кăтартрăм.
Любовь Константинова:
- Элĕкри культура çурчĕн директорĕнче 39 çул ĕçлерĕм. Çав тапхăрта халăх театрĕнче те вылянă. Ун чухне яланах япăх сăнарсене калăплаттăм. «Хăй директор та лайăххисене çеç вылять», - тесе ан шухăшлаччăр теттĕм. Хăш-пĕр ĕç ĕненмеллех пулса тухнă-ши, эпĕ сцена çине тухсан куравçăсем пăрçа та сапатчĕç, «Каллех тухрĕ ку», - тесе те мăкăртататчĕç. Тинех «йĕркеллĕ» рольсем пама пуçларĕç. «Кай, кай Иванара» эпĕ - Анюк амăшĕ. Пысăк конкурс-фестивальсене хутшăнасси çăмăл ĕç мар. 30-ăн кайрăмăр вĕт Иваново облаçне. Укçа-тенкĕ самай кирлĕ пулчĕ. Пире 23 спонсор пулăшрĕ. Тавтапуç вĕсене. ЧР Культура министерствипе республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн ертÿçисене те тав тăватпăр. Вĕсем пире шанчĕç, инçе çула кăларса ячĕç. Эпир вара чăваш ятне ямарăмăр.
Сергей Иванов:
- Малтанхи вăхăтра центра юрлама çÿреттĕм. Спектакльте выляма сĕнсен килĕшрĕм. Хветĕр рольне пачĕç. Килĕшет мана çак сăнар. Малашнехи шăпама культурăпах çыхăнтарас терĕм, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне куçăн мар йĕркепе режиссера вĕренме кĕтĕм, центрта ĕçлеме пуçларăм.
Анатолий Порфирьев:
- Культура çуртĕнче 34 çул водительте ĕçлетĕп. Спектакльсене те хутшăнатăп. «Айтарта» Ахтупай рольне пачĕç. Режиссер çирĕп ыйтать пиртен, спектакль лайăх пултăр тесе тăрăшать. Эпир те хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Водитель пулнă май ялсенчи куравçăсене автобуспа хамăнах илсе килме, леçсе яма тивет. Çавăн чухне спектакль килĕшни пирки калаçнине илтсен чун савăнать.
Валентина Плотникова, тĕп больницăн рентгенологĕ:
- Халăх театрне ăнсăртран лекрĕм. Урампа пынă чухне Лидия Филиппова чарса калаçтарчĕ, театра пырса пăх-ха, тен, килĕшĕ унта выляма терĕ. Эпĕ, чăваш пулсан та тăван чĕлхепе калаçсах кайманскер, хама çĕнĕрен çуралнă пекех туятăп. Чунпа пуянлантăм, кăмăл-туйăм лайăхланчĕ. Пинерпи, Анюк ролĕсем мана чăннипех вăйлатрĕç. Салара пурăнакансем çапла каланине те илтме тивет: «Эсир Элĕкрех çуралса ÿснĕ, ĕçлесе пурăнатăр. Сцена çине тухиччен, халăх тумне тăхăниччен, чăвашла калаçма пуçличчен эпир сире асăрхаман та».
Георгий Павлов, ветврач:
- Театрпа ачаранах туслă. Тавăт шкулĕнче вĕреннĕ, Хусан ветеринари институтне пĕтерсен Питĕшкассинче 20 çул ветеринарин тĕп врачĕнче ĕçленĕ вăхăтра та клубран уйрăлман. Çакă мана ватăлма памасть пулĕ. Эпĕ 53 çулта, ултă ача ашшĕ /кĕçĕнни Гавриил - 4-мĕш класра/, çапах каччă ролĕсене вылятăп-ха. «Айтарта» Сентиер пултăм, «Кай, кай Ивана» спектакльте - Иван. Урамра хăшĕ Иван тесе чĕнекен те пур.
Пултарулăх туртăмĕ юнпа та куçнă пулĕ тетĕп. Тăваттăмĕш сыпăкри тăван - Борис Марков паллă артист, режиссер. Аттен те çав туртăмсем пурччĕ. 7 гектар çĕр илнĕ эпир, сăвакан 5 ĕне тытатпăр. Театр çинчен шухăшлама вăхăт та çук темелле. Çапах та чун апачĕ те кирлех. Çакăнта эпĕ вăй-хал тĕлĕшĕнчен ывăнни пирки манса каятăп. Халăх театрĕпе малашне те çыхăну тытасчĕ.


"Хыпар"
20 сентября 2012
00:00
Поделиться